чувашскаякрасавица cheboksary 21rus cheb21rus cheb_news insta_cheb nchk pg21 красавицычувашии красотачувашская красотки21 моячувашия наследиечувашии национальныеукрашения подарокдевушке серебрянаячувашия серебряныеукрашения чувашскиеукрашения чувашия чавашпики чебоксары чавашпики2018 чгики probrowwax алисакоролева институткультуры конкурс миссроссия2018 чувашскиеукрашения
РОЗЫГРЫШ
.
Пӗтӗм юратакан кунӗ ҫитес умӗнхи сивӗ те хусах кунсенче чуна хитре чӑваш символлӑ тумсем ҫеҫ ӑшӑтаҫҫӗ. Ун валли вара @etno_print пур! @etno_print профилӗнче тата etnika.org сайчӗнче тӗрлӗ принтпа свитшотсем тата футболкасем тупма пулать!
.
Хусанта пурӑнакансем вара @etno_print тумӗсене kazanexpress.ru сайтра та илме пултараҫҫӗ. Халӗ унта свитшотсемпе футболкасем тутлӑ распродажа хакӗсемпе сутӑнаҫҫӗ
.
Сирӗн чунӑра ӑшӑтма пӗтӗм юратакансен кунӗ ячӗпе @etno_print пӗрле эпир 2 свитшот розыгрышра вылянтаратпӑр! Ӑна хутшӑнма:
.
1️⃣ Ман ҫине @chuvash_piki тата @etno_print ҫине ҫырӑнмалла;
2️⃣ @chuvash_piki тата @etno_print 5-шер лайк лартмалла;
3️⃣ Комментарисенче 2 туса палӑртмалла (отметить);
.
Ытларах комментарий хӑварсассӑн авантарах
.
Ҫӗнтерӳҫӗсене пӗтӗм юратакансен кунӗнче палӑртӑп
Чӑваш пики | 1-мӗш пай
2016 ҫул пуҫламӑшӗ, кӑрлач уйӑхӗ (январь). Пирӗн районта кашни ҫул студентсемпе администраци тӗл-пулӑвӗ иртетччӗ, ҫавӑнта эпӗ те 2-мӗш хут кайма шутларӑм.
Мероприяти вӑхӑтӗнче @anatolevna116 паллашрӑм, вӑл мана Хусанти чӑвашсем ушкӑнӗ пирки каласа пачӗ, ҫавӑнта чӗнчӗ. Ҫав вӑхӑтрах кӑштах кӑна "Тутарстан чӑваш пики" конкурсне часах иртересси пирки аса илчӗ. Настяпа номерсемпе ылмашрӑмӑр.
Хусана таврӑннӑ хыҫҫӑн эпир унпа ҫыхӑнтӑмӑр, вӑл мана Тутарстан халӑхӗсен туслӑх ҫуртне илсе кайрӗ. Унта вара эпӗ @silviya_nikolaevna - "Тутарстан чӑваш пики" конкурсӗн авторӗ, руководителӗпе паллашрӑм...
Лайк лартсан историе малалла тепӗр постра кӑларатӑп❤
Приятные часы суботнего дня, проведенные в стенах родного вуза. И не менее приятные знакомства с:
.
Мисс Россия-2018 @polyachikhinayulia Юлией Полячихиной (студенткой факультета журналистики)
.
Мисс Студенчество России-2018 @polya.yakovleva Полиной Яковлевой (студенткой юридического факультета)
.
Красоты вам в ленту
_______________________________
#миссросия#миссроссия2018#юлияполячихина#миссроссияюлияполячихина#миссстуденчествороссии#миссстуденчествороссии2018#полинаяковлева#россия#чувашскаякрасавица#чавашпики#чувашскаякрасавица2010#чавашпики2010#алисакоролева#чгу#чебоксары#чувашскаяреспублика#чувашия#cheboksary#moscow#missrussia#missrussia2018
«Раççей чāваш пики - 2018» конкурсри ташā пайē. Ташлама вēренме мана питē йывāр тесе каланāччē ēнтē сире.
Сцена çине тухас умēн питē хытā хумхантāм, «урāх ēмēрне те сцена çине ташāпа тухмастāп» тесе те каларāм çумри юлташсене Хам конкурса хутшāннā пулсан сахалтарах хумханāттāм, кунта Карина вырāнē манран та килетччē.
Ташларāмāр. Сцена çине тата тухāп Пāxāр
ЧĀВАШ ПИКИ
Ноябрь уйāхēн 30-мēшēнче Шупашкарта «Раççей чāваш пики-2018» конкурс иртрē. Çēнтерÿçēне пēлетēр ēнтē. Эпē кам вāйлāрах пулнине калаймастāп, мēншēн тесен конкурс тāрāшшēпе пирēн @kari_na_ts пēрле сцена хыçēнче пулнā.
Çēнтерÿçē, Канаш пики, хитре хēр. Пирēн Тутарстан чāваш пики @kari_na_ts та пēрре те кая мар ман шутпа, питē илемлē те матур, аван хатēрленнēччē, Карина молодец!
Конкурс ытти çулсенчи пекех вāрāма тācāлмарē, вāл питē аван, анчах пēр япала хурлантарчē: жюрире ларакан пēр хēрпе «Раççей чāваш пики-2016» тесе паллаштарчēç куракансене, «Раççей чāваш пики - 2016» - эпē. Питē хитре мар хытланчēç.
Конкурс хыççāн тēрлē туйāмсем те пулчēç ман, веç каласа пēтереймēп. Сире конкурс мēнле пек? Килешрē-и?
ЧӐВАШСЕН ТӖНӖ (вера)
.
Эсир чӑвашсен авалхи тӗнӗ мӗнлерех пулнине пӗлетӗр-и? Чӑвашсем ӗлӗк тӗнче виҫӗ хутлӑ пулнӑ тесе шутланӑ. Вӑл ҫӳлти, ҫутӑ тата леш (тӗттӗм) тӗнчесенчен тӑрать тенӗ.
.
1️⃣ Ҫӳлти тӗнче.
Кӑвак пӗлӗт ҫинче вӑл. Ҫӳлти тӗнчере хӗвел, уйӑх ҫӳрет, ҫӑлтӑрсем тухса ҫутатаҫҫӗ. Ҫӳлти тӗнчере турӑ, турӑ йышӗсем вырнаҫнӑ. .
2️⃣ Ҫутӑ тӗнче.
Ҫӗрпе пӗлӗт хушшинче вӑл. Ҫутӑ тӗнче тӑватӑ енлӗ, тӑватӑ кӗтеслӗ. Ҫӗр кӑвапи тӗлӗнче е пӗлӗт тӳпи айӗнче чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ тенӗ. .
3️⃣ Леш тӗнче. Тӗттӗм (тамӑк) тӗнчи.
Леш тӗнче тесе вилӗсен тӗнчине калаҫҫӗ. Вилнӗ ҫынсен чунӗсене суд тунӑ. Судне кура ҫылӑхсӑррисене рая (ҫӑтмаха) яраҫҫӗ-мӗн, ҫылӑхӗ те, сӑвапӗ те пӗр танлисене масар (кладбище) ҫинчех хӑвараҫҫӗ иккен, ҫылӑхлисене тамӑка (ад) ӑсатаҫҫӗ.
.
Эсир ҫакна пӗлнӗ-и? Чӑвашсен тӗнӗ пирки тата постсем кӑлармалла-и?